Эдуард Табаев сăвви
Эдуард Табаев кĕвви
Тĕрлĕрен хĕрсем иккен пулаççĕ,
Каччăсем пулаççĕ – тĕрлĕрен,
Юратушăн кунсерен çунаççĕ,
Лăпланса саваççĕ каçсерен.
хушса юрламалли:
Юратаççĕ, телее шыраççĕ,
Анчах мĕн-ха вăл телей пурнăçра?
Уйрăлаççĕ, ятлаçса суяççĕ,
Пурнăç никĕсĕ вара - чăн çăра.
Эпĕ те сана нумай шырарăм,
Халиччен савманчĕ эп ун пек.
Темшĕн эсĕ манăн пулаймарăн -
Тен шăпа-ши пулчĕ çавăн пек.
Евгений Кузнецов ♫ еще тексты
Другие названия этого текста
- Евгений Кузнецов ♫ - Тĕрлĕрен (сл. и муз.-Эдуард Табаев) (0)
- Евгений Кузнецов - Тĕрлĕрен (0)
- Евгений ♥♪♫ Кузнецов - Тĕрлĕрен ♥ (сл. и муз.-Эдуард Табаев) (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2