Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Евгений Кузнецов - Тăкăнать куççуль | Текст песни

Ыткăнтăм ирех
Вĕçсĕр уй-хире,
Уçас терĕм шуçăм каррине.
Анчĕ те тĕтре,
Çĕтрĕм çул-йĕре.
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.
Анчĕ те тĕтре,
Çĕтрĕм çул-йĕре.
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.

Тытаймарăм пуль,
Тытаймарăм пуль
Эп телейĕм кайăкне çÿлтен.
Тăкăнать куççуль,
Тăкăнать куççуль
Шухăшланă май шăпам çинчен.

Утрăм кăнтăрла
Сĕм вăрман енне,
Татас терĕм шурă лантăшне.
Вĕрчĕ те сив çил
Шăнтрĕ чечеке,
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.

Тухрăм каçхине
Вăйă картине,
Курас терĕм чунăм савнине.
Килчĕ те çич ют
Уйăрчĕ пире,
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.
Хурланса çеç юлчĕ ман чĕре.

Валерий Раштав сăвви
Сергей Марков кĕвви

Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Популярное сейчас
Видео
Нет видео
-