Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Евгений Кузнецов ♫ - Туй, тăк, туй! (сл.-Альбина Юрату, муз.-Сергей Марков) | Текст песни

Альбина Юрату сăвви
Сергей Марков кĕвви

Тĕнче сакки сарлака,
Саваласа тухаймăн,
Хĕрсем нумай, ай, турах,
Пурне арăм тăваймăн.
Юрла, ташла, ан ӳркен,
Хĕртен арăм тăваççĕ.
Шур пĕркенчĕк пит ĕлккен,
Кĕçĕр хĕве хупаççĕ.

хушса юрламалли:

Туй, туй, туй тесе
Хăна-вĕрле пухăннă.
Туй, туй, туй тесе
Çĕр çĕмĕрсе ташлаççĕ.
Туй, туй, туй тесе
Тухья-хушпу тăхăннă,
Туй, туй, туй тесе
Хĕпĕртесе юрлаççĕ!

Туй кĕреки, ай, пуян,
Сăри йӳçĕ, кăпăклă.
Каччăн ĕмĕчĕ аван,
Йӳçĕ! тени вырăнлă!
Йӳçĕ, йӳçĕ тенипе
Хĕрĕн чĕри киленет.
Каччи хыт чуп тунипе
Пичĕ-куçĕ хĕрелет!

хушса юрламалли:

Тăванĕсем пит правур,
Хăнасене сăйлаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ сатур,
Ырлăх-сывлăх сунаççĕ.
Туйĕ чăн та хăватлă -
Çамрăксене мухтаççĕ.
Туй урапи çунатлă,
Туя туй пек тăваççĕ.

хушса юрламалли (2 хут):


Другие названия этого текста
  • Евгений Кузнецов ♫ - Туй, тăк, туй! (сл.-Альбина Юрату, муз.-Сергей Марков) (0)
  • Евгений Кузнецов ♫ - Туй, тăк, туй! (сл.-Альбина Юрату, муз.-Сергей Марков) (0)
  • Евгений Кузнецов ♫ - Туй, тăк, туй! (сл.-А.Юрату, муз.-С.Марков) (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Популярное сейчас
Видео
Нет видео
-