Припев: Калатăп юлашки, юлашки хутчен: Пурнассăм ман килет хальĕхе пĕччен, Эп çÿрĕп-ха тĕнче, çут тĕнче касса Чăн тивĕçлипе юрăхлине шыраса. Хĕрĕсем пит нумай, пылак çырла пек, Анчах та çитĕнмен-ха манăн чечек. Чăн хитри уçăлса çеç пырать кăна, Тур щырнине кĕтсе халь пурнатăп-ха!
2.Эх, чăваш пикиçĕм, мĕн кирлине ыйт, Ĕщпе пулăшатăп - чĕрене ан тыт. Юмах пек каç пултăр саншăн кашни кун, Черчен уçăлман чечекпе пулĕ манăн чун.
3. Çăмăллтай эс теççĕ авланакансем, Вăрттăн ăмсанаççĕ хусаха хăйсем. Хăмăт тăхăнтартнă арăмĕ пуçа, Авланиччен эпĕ пулăп хампа хам хуçа.