Валерий Раштав сăвви
Александр Быковский кĕвви
Сан çинчен шутлатăп та каллех
Куçăма хупмастăп çĕрĕпех.
Паллашни санпа миçе эрне…
Канăç çук пачах халь чĕрене.
Шухăшсем вĕçеççĕ сан патна,
Эс аса илетĕн-ши мана?
Кĕçĕр çутă çăлтăр ÿкнĕçем,
Ак тĕл пулĕç пирĕн ĕмĕтсем!
хушса юрламалли:
Эп сăлтав шыратăп кунсерен
Курнăçма санпа, мĕн-ма тесен -
Чунăмри вăй илнĕ сурана
Сыватма пултарăн эс кăна.
Мĕн чарать пире пĕрле пулма,
Кам тăвать пĕрремĕш утăма?
Пĕр-пĕрне савса та юратса
Çавăрасчĕ хăтлă ăш йăва.
хушса юрламалли (2 хут):
Эп сăлтав шыратăп кунсерен
Курнăçма санпа, мĕн-ма тесен -
Чунăмри вăй илнĕ сурана
Сыватма пултарăн эс кăна.
хушса юрламалли (2 хут)
Евгений Кузнецов еще тексты
Другие названия этого текста
- Евгений Кузнецов - Чунăмри суран (0)
- Евгений Кузнецов - Чунăмри суран (сл.-Валерий Раштав, муз.-Александр Быковский) (0)
- Евгений Кузнецов ♫ - Чунăмри суран (сл.-В.Раштав, муз.-А.Быковский) (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 3