Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Евгений Кузнецов ♫ - Юр çăвать ..(сл.-Валерий Раштав, муз.-Сергей Марков) | Текст песни

Валерий Раштав сăвви
Сергей Марков кĕвви

Юр çăвать
Шупашкар хули çине.
Ик çунат
Чун хушать санпа чухне.
Юн вылять
Тинкерсен куçусене.
Килĕшетĕп эп сана,
Яш чĕрем туять çакна.

Сан шутпа –
Пĕтĕм каччă пĕрешкел.
Çавăнпа
Эс мана шанмастăн, шел.
Пĕр санпа
Ăшăнать çуртри тĕпел.
Мĕн туса ĕнентерес:
Пурнăçăм илемĕ –эс!

Чунăмра
Çепĕç юрă ян та ян.
Çĕн юрра
Çырăп сан çинчен паян.
Ытамра
Эсĕ çывăрса кайсан,
Итлĕпĕр ăна пĕрле
Тĕл пулсассăн тĕлĕкре.

Ирпелен
Эс яр уçăн кантăкна.
Хĕвелтен
Илĕн çепĕç куллуна.
Ÿлĕмрен
Эс ĕненĕн пĕр мана.
Хатĕр эп сан ятупа
Пин хутчен тупа тума!

Юр çăвать
Шупашкар хули çине.
Ик çунат
Чун хушать санпа вĕçме...

Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Популярное сейчас
Видео
Нет видео
-