Кĕркунне килтĕн эс хулана ялтан. Пит сăпайлă та çепĕçчĕ эс малтан. Тăруках мĕн пулчĕ, тусăм, сана? Мантăн пулĕ пачах вĕренÿ пирки. Эсĕ халь – чи илемлĕ хула пики. Пуçăнта – вылянчăк шухăш кăна.
Эс çурхи çанталăк пек час улшăнан. Эс паян – сив çумăр, çут хĕвел – ыран.
Хушса юрламалли:
Эс часрах вăран тутлă ыйхăран. Айăпна тинех кăшт туясчĕ сан. Пăрăнма васка тĕрĕс мар çултан. Упрасам чысна эсĕ çамрăкран.
Палласа та илеймĕн сана курсан. Лавккари пукане евĕр тăхăнан. Юлас çук эс нихăçан модоран. Укçапа ылмаштартăн таса чунна. Килĕшеççĕ пуян каччăсем сана. Каç пулсан, кĕтет каллех ресторан.
Эс çурхи çанталăк пек час улшăнан. Эс ялта – сар кайăк, хулара – чарлан.