Айăплă-ши(ин) эп, айăплă-ши(ин) эп,
Айăплă-ши(ин) эп сан умра
Айăплă пулмасан, мĕншĕн эсĕ паян
Эс тухмарăн паян вăйăна?
Ыталатăн мана, чуп тăватăн мана,
Эс калатăн пер манăн тĕсĕ
Эп ĕненне сана, эпĕ шаннă сана
Пер манпа яланах пуласса
Юрататăм сана, чуп тăватăм сана,
Каç-серен эп ларатăм санпа,
Тÿпере çăлтăрсем куç хĕссе вăй выляç
Çамрăксем юратса калаçаç
Юратмастăн пулсан, юратмастăн пулсан,
Юратмастăн пулсан эс мана,
Мĕншĕн эс, ман анне, пуçама çавăрса
Чĕрене суранлартрăн, кала
Айăплă-ши(ин) эп, айăплă-ши(ин) эп,
Айăплă-ши(ин) эп сан умра,
Айăплă пулмасан, мĕншĕн эпĕ паян
Телпулмарăм сана вăйăра?
Евруков еще тексты
Другие названия этого текста
- Евруков - Айапла-ши эп (0)
- Константин Евруков - Айăплă-ши эп (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1