Эп пĕлменччĕ хĕрсене, Кăн-кăвак куçлисене, Пĕрре пăхса куç хĕссе, Пуçа çавраканнисе. Каçхине те ирхине, Эп вĕçетĕп пĕлĕтре, Мĕн пулчĕ-ши ман пуçа, Кăвак куçсене курсан?
Хушса юрламалли: Куçусем, куçусем, Пăхаççĕ ман çине вĕсем, еие, Йăл куллу, сан йăл куллу, Çиçет-çке сăн-питре ялан, оуо.
Тутлă мăйăр чăшшине, Катса çийессĕм килеть, Манăн савни кăвак куçлă, Тытса юратас килеть. Çÿллĕ-çÿллĕ тÿпере, Кайăк юрлать юррине, Чун савнине курсассăн, Юрлас килет юррине.