Ман аттен паян çуралнă кунĕ Турă патăр татах кун-çулне Сахал мар хура-шурне вăл курнă Пурнăç ир шуратнă ун пуçне Сахал мар хура-шурне вăл курнă Пурнăç ир шуратнă ун пуçне
Пр.: Ах аттеçĕм татах пурăн Эс пире савăнтарса Эс ÿстернĕ шурă хурăн Нумай лартăр кашласа Сан садра ав çитĕнеççĕ Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем Пирĕнпе чупса çÿреççĕ Чун юратнă мăнуксем
Сан çине анне пăхать ытарлăн Ас илет, тен, иртнĕ кунсене Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл Çуратса пĕрле ÿстернине Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл Çуратса пĕрле ÿстернине
Пр: Ах аттеçĕм татах пурăн Эс пире савăнтарса Эс ÿстернĕ шурă хурăн Нумай лартăр кашласа Сан садра ав çитĕнеççĕ Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем Пирĕнпе чупса çÿреççĕ Чун юратнă мăнуксем
Ах, аттеçĕм, эпир сана юрататпăр. Ах, аттеçĕм, санпа мухтанатпăр. Ах, аттеçĕм, эс пурришĕн турра тав тăватпăр. Нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Ваттисем каланă халала эс Пурнăçланă, атте, чăннипех Эс кайсан те тем чул йывăç кашĕ Яту юлĕ сан мăнуксенче Эс кайсан те тем чул йывăç кашĕ Яту юлĕ сан мăнуксенче
Пр: Ах аттеçĕм татах пурăн Эс пире савăнтарса Эс ÿстернĕ шурă хурăн Нумай лартăр кашласа Сан садра ав çитĕнеççĕ Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем Пирĕнпе чупса çÿреççĕ Чун юратнă мăнуксем Пр: Ах аттеçĕм татах пурăн Эс пире савăнтарса Эс ÿстернĕ шурă хурăн Нумай лартăр кашласа Сан садра ав çитĕнеççĕ Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем Пирĕнпе чупса çÿреççĕ Чун юратнă мăнуксем