Ан хуçăр-ха хурăн тăррине, Куккук ăçта ларса авăтĕ? Ан хуçăр-ха анне кăмăлне, Эпир кайсан кампа йăпанĕ? Ан хуçăр-ха анне кăмăлне, Эпир кайсан кампа йăпанĕ?
Виççĕлле явнă чĕн йĕвенне Мĕншĕн сӳтĕлмелле тунă-ши? Ҫиччĕн çуралса пĕр килте ӳссе Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши? Ҫиччĕн çуралса пĕр килте ӳссе Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
Атăл хĕрне анассăм килет, Пите супăньпе çăвас килет. Ман юрлас килет, ман сав(ӑ)нас килет, Тăвансемпе пурăнас килет. Ман юрлас килет, ман сав(ӑ)нас килет, Тăвансемпе пурăнас килет.
Пĕррехинче çурхи лăпкă каç Пуçтарăнсан анне килĕнче Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне. Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире. Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне. Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире
Пĕррехинче çурхи лăпкă каç Пуçтарăнсан анне килĕнче Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне. Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире. Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне. Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире