Чувашская нар. песня "Однажды весной" - Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пĕррехинче çурхи лăпкă каç Пуçтарăнсан анне килĕнче Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса Пырса ларчĕ хурăн тăррине Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса Пырса ларчĕ хурăн тăррине
Ан хуçăр-ха хурăн туратне Куккук ăçта ларса авăтĕ Ан хуçăр-ха анне кăмăлне Эпир кайсан кампа йăпанĕ Ан хуçăр-ха анне кăмăлне Эпир кайсан кампа йăпанĕ
Виççĕллĕ явнă чĕн йĕвенне. Мĕншĕн сÿтĕлмелле тунă-ши? çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши? çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
Пĕррехинче çурхи лăпкă каç Пуçтарăнсан анне килĕнче Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире
Однажды в тихий весенний вечер, Когда все собрались в родительском доме, Одна кукушка, тихо кукуя, Прилетела на ветку берёзы.
Не ломайте ветку берёзы, На которой будет петь кукушка. Не расстраивайте маму, Когда мы уйдём, кто её успокоит?
Верёвка, завитая три раза, Сделана так, чтоб не расплеталась. Всемером выросли в одной семье, Почему же мы теперь расстаёмся.
Однажды в тихий весенний вечер, Когда все собрались в родительском доме, Печально ты проводила нас. Не плачь, мама, вытри слёзы.