1. Пахчара улмуççи çеçкеленчĕ
Шурă шупăр пĕркенчĕ хĕлле йывăç палан
Хĕвел анчĕ ялта тĕттĕмленчĕ
Шухăшпа санпала эп ялан
Юрататăп тесе эс калаттăн
Эп ĕнентĕм çакна чĕререн-çке шанса
Каçсерен чуп туса ыталаттăн
Халь ак мĕншĕн-ха мансăр çÿрен
Пр. Чÿрече умĕнче мăшăр хурăн
Иллĕртÿллĕн сĕнеччĕ пире
Иккĕн ларнă каçхи кĕтне вырăн
Çакăнтачĕ тăван кĕтесре
Чÿрече умĕнче мăшăр хурăн
Пирĕн сад тунсăхлать каçсерен
Кăмăлна çĕмçетмесер ан курăн
Ăнлансам юрату вăл пĕрре
2. Килĕшни темĕн чухлĕ пулсан та
Пĕрне çеç кăмăллать ачаш çамрăк чун
Тĕл пулнă ăнсăртран тĕл пулсан та
Юратма ăнсăртран пулас çук
Вăхăт иртĕ татах çулла пулĕ
Хĕвел тухĕ те анĕ татах кунсерен
Малтанхи юрату аса килĕ
Куçусем те шывланĕç кăштах
Иванов еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 3