Am Dm E Çарăмсан кукринче, кукринче Am Dm G C Шурă хурăн çинче, хурăн çинче A7 Dm Час-часах ик куккук авăтать Am Dm C Dm Куккуксен сассипе, тăлăхсем йĕрнипе Am Dm E Am Шурă хурăн тăрри авăнать Куккуксен сассипе, тăлăхсем йĕрнипе Шурă хурăн тăрри авăнать
Пĕр куккук авăтать, авăтать Куççулне тумлатать, тумлатать Вăл шырать чĕппине таврара Вăл ăна кăларман, вăл ăна ăшăтман Чĕппи ӳснĕ ун ют йăвара Вăл ăна кăларман, вăл ăна ăшăтман Чĕппи ӳснĕ ун ют йăвара
Кĕç тепри авăтать, авăтать Ун куççулĕ тумлать, кĕç тумлать Йыхăрать хăй патне тăванне Юнашар туратра унăн амăш ларать Палламасть çав мĕскен амăшне Юнашар туратра унăн амăш ларать Палламасть çав мĕскен амăшне
Çарăмсан кукринче, кукринче Шурă хурăн çинче, хурăн çинче Куккуксем авăтаççĕ час-часах Тăван амăшĕпе тăван хĕрĕ пĕрле Пĕр-пĕрне палламаççĕ çаплах Тăван амăшĕпе тăван хĕрĕ пĕрле Пĕр-пĕрне палламаççĕ çаплах