Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Çиларман - Эпир пĕр кĕвĕрен.. | Текст песни

Эпир пĕр кĕвĕрен…
Эпир пĕр кĕвĕрен,
Эпир пĕр тĕвĕрен,
Халап-юмахсенчен,
Çил вĕретчĕ мар-и-ха ун чух…
Сĕтеклĕ шыв юххи,
Асилÿсен пуххи,
Сăра курки тулни,
Чун вĕретчĕ мар-и-ха ун чух…
Чух, чух, чух, чух, чух, чух, чух.
Эп те çамрăк пулнă чух,
Эп те утăм тунă чух,
Эп те шанăç панă чух,
Чух, чух, чух, чух, чух, чух, чух
Чух, чух, чух, чух, чух, чух,чух.
Кун иртетчĕ мар-и-ха ун чух
А-а-а-а
О-о-о-о
У-у-у-у
Ы-ы-ы-ы
Сăнарлатăп-ÿкеретĕп шурă пир çинче
Ав урса килеççĕ пĕлĕтсем.
Ылтăн сăрă çиçĕм пайăр
Телейсен çÿлтен
Саланаççĕ теççĕ усалсем.
Сăнарлатăп-ÿкеретĕп шурă пир çичне
Ав урса ташлаççĕ шуйттансем
Ылтăн уйăха çиеççĕ çĕрĕпех вĕсем
Астараççĕ, ахăраççĕ,
Кăтăклаççĕ, култараççĕ,
Куç-пуçа çавăрттараççĕ,
ÿт-пĕве хумхантараççĕ (4 хут)
Эпир пĕр кĕвĕрен,
Эпир пĕр тĕвĕрен
Халап-юмахсенчен…
Сар кун çĕршывĕ эсĕ пур
Пур чух калаççĕ çитсе кур
Сăртсем, шывсем, тусем кайра
Чăнах çĕр чăмăрĕ çавра
Утман çулсем татах та пур.
Пăхать хĕвел, çăвать-и юр,
Анчах та пурнăç çиларман
Пăшăлтатать ашапатман.
Сана шыратăп ялсенче тата хуласенче,
Çеçкене ларнă уйсенче тата вăрмансенче (2 хут)
Авăрттар-çавăрттар!
О-о-о-о пур
Атăл юхсассăн кĕвĕ пур,
Сас тухмасан та юрă пур,
Сар кун çĕршывĕ эсĕ пур.
Чух, чух, чух, чух, чух, чух, чух.
Эп те çамрăк пулнă чух,
Эп те утăм тунă чух,
Эп те шанăç панă чух.

Çиларман еще тексты


Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1