Пĕррехинче çурхи лăпкă каç Пуçтарăнсан анне килĕнче Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса Пырса ларчĕ хурăн тăррине Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса Пырса ларчĕ хурăн тăррине
Ан хуçăр-ха хурăн туратне Куккук ăçта ларса авăтĕ Ан хуçăр-ха анне кăмăлне Эпир кайсан кампа йăпанĕ Ан хуçăр-ха анне кăмăлне Эпир кайсан кампа йăпанĕ
Виççĕллĕн явнă чĕн йĕвенне Мĕншĕн сÿтĕлмелле тунă-ши? çиччĕн çуралса пĕр килте ÿссе Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши? çиччĕн çуралса пĕр килте ÿссе Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
Пĕррехинче çурхи лăпкă каç Пуçтарăнсан анне килĕнче Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире