Ташши, ташши, салакайăк ташши Салакайăк ташши мар, пирĕншен тем ташши Салакайăк ташши мар та, пирĕншен тем ташши, Пирĕншен тем ташши
Оппа-хоппа, оппа каламалла Никама та ним те туман чăн та савăнмăллă Никама та ним те туман Чăн та савăнмăлла, чăн та савăнмăлла
Ах, тесе ма калас Ма чунăма çунтарас Хам савнине ютта парса, ютта ма савăнтарас Хам савнине ютта парса, ютта ма савăнтарас
Велосипед, велосипед, такăр çула юратать Велосипед, велосипед, такăр çула юратать Велосипед çинчи каччи, ав çав хĕре юратать Велосипед çинчи каччи, ав çав хĕре юратать
Урампа пырать машина вăлă неопасно Урампа пырать машина вăлă неопасно Çакă ялăн хĕрĕсемпе çÿреме опасно Çакă ялăн хĕрĕсемпе çÿреме опасно
Сирĕн ялăн каччисем самолётпа вĕçеççĕ Сирĕн ялăн каччисем самолётпа вĕçеççĕ Эрех пички тĕлне çитсен парашютсăр сикеççĕ Эрех пички тĕлне çитсен парашютсăр сикеççĕ
Анаталла-тăвалла çумăр çапса çумалла Анаталла-тăвалла çумăр çапса çумалла Çакă ялăн хĕрĕсене пĕр палăртса ямалла Çакă ялăн хĕрĕсене пĕр палăртса ямалла
Эх-чух пĕр чами пуçа кайрĕ пулмалла Эх-чух пĕр чами пуçа кайрĕ пулмалла Вунсич çулхи çамрăк ĕмĕр иртсе кайрĕ пулмалла Вунсич çулхи çамрăк ĕмĕр иртсе кайрĕ пулмалла
Ма мунча хутаççе-ши, ма вĕри тăваççе-ши Ма мунча хутаççе-ши, ма вĕри тăваççе-ши Ырлăх çинчен хурлăх курма, ма качча каяççĕ-ши Ырлăх çинчен хурлăх курма, ма качча каяççĕ-ши
Ма пăхатăр мачча сине, мачча хура тетĕр-и Ма пăхатăр мачча сине, мачча хура тетĕр-и Ма пăхатăр пирĕн сине, пултараймаст тетĕр-и Ма пăхатăр пирĕн сине, пултараймаст тетĕр-и
Ташши-ташши. Ташши-ташши. Салакайак ташши мар. Салакайак ташши мар