Çуркунне тĕл пултăм эп сана Вăтанса калаçрăм эп санпа Парнелем-парнелем, пер сана эп парнелерем Парнелерем хам юратава
Пĕлĕтсем шăваççĕ инçете Аякка каяççĕ шухăшсем Эс юрлаттăн, эп итлеттĕм Шăпчăк сассуна итлеттĕм Çуллахи илемлĕ каçсенче
Вăйăран яраттăн ăсатса Хыттăн чуп тăваттăн эс мана Авăнатчĕç- явăнатчĕç Хурăнсем пуçне таятчĕç Пирĕн юратăва ăмсанса
Çуркунне тĕл пултăм эп сана Парнелерĕм хам юратăва Çулсем иртрĕç, кунсем иртрĕç, Анчах лăпланма пĕлмерĕç Юратупа туслăх чĕрере Ан лăпланччĕр, ан лăпланччĕр Нихăçан та ан лăпланччĕр Юратупа туслăх чĕрере