Çурхи вăрманта сар кайăк юрлать
Сар кайăк юрлать сасси ян каять.
Çурхи ăшă тÿлек лăпкă каçсенче
Эп тухатăп эп тухатăп урама.
Сана курас сана курас туйăмпа
Мĕншĕн тесен юрататăп эп сана.
Ак паян сана куртăм вăйăра
Куçусем те сан йăл кулаç кăна
Ах юратупа выляма кирлĕ мар,
Юрату вăл юрату вăл вăйă мар.
Юрату вăл хитре сарă чечек мар,
Ăна татма ăна татма кирлĕ мар
Тĕнчĕре пĕрре юрату кăна,
Юрату сăмахĕ çунтарать чуна.
Çурхи ăшă тÿлек лăпкă каçсенче
Эп тухатăп эп тухатăп урама.
Сана курас сана курас туйăмпа
Мĕншĕн тесен юрататăп эп сана.
к.евруков еще тексты
Другие названия этого текста
- Константин Евруков - «Çурхи вăрманта» («В весеннем лесу») народная (0)
- к.евруков - Ах юратупа выляма кирлĕ мар (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2