Çурхи вăрманта сар кайăк юрлать
Сар кайăк юрлать сасси ян каять.
Çурхи ăшă тÿлек лăпкă каçсенче
Эп тухатăп эп тухатăп урама.
Сана курас сана курас туйăмпа
Мĕншĕн тесен юрататăп эп сана.
Тĕнчĕре пĕрре юрату кăна,
Юрату сăмахĕ çунтарать чуна.
Ах юратупа выляма кирлĕ мар,
Юрату вăл юрату вăл вăйă мар.
Юрату вăл хитре сарă чечек мар,
Ăна татма ăна татма кирлĕ мар
Çурхи вăрманта сар кайăк юрлать
Сар кайăк юрлать сасси ян каять.
Çурхи ăшă тÿлек лăпкă каçсенче
Эп тухатăп эп тухатăп урама.
Сана курас сана курас туйăмпа
Мĕншĕн тесен юрататăп эп сана.
К.ЕВРУКОВ еще тексты
Другие названия этого текста
- Данила Ленский - Щурхи варманта (1)
- К. Евруков - Щурхи варманта (0)
- Чувашская - Щурхи варманта (весенний лес) (0)
- К.ЕВРУКОВ - Щурхи варманта (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1