Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Константин Евруков - Кайăк пулса вĕçсе каяс çук | Текст песни

Сăвă çыртăм чун ыратнăран
Чунăм ыратать юратнăран
Веçех хутăм мĕн пултарнине
Юратун туррин ури умне.
Юн тумлатрăн кĕл чечек çине,
Тупа турăн вĕри куççульпе.
Эс шантартăн хăв юратнине,
Тыткăнларăн шухă чĕрене

Хушса юрламалли:
Кайăк пулса вĕçсе каяс çук
Çылăхлă çак Çĕр чăмăр çинчен
Урăх хĕре юратаяс çук
Ĕмĕр-ĕмĕр пулăп эп пĕччен

Тарçă турăн хăв илемÿпе
Юлташсене те мантăм ун чухне
Ĕмĕтлентĕм сан çинчен кăна
Ма эп шаннă, ĕненнĕ сана
Никама та юратман хальччен
Юратсан пит йывăр, ĕненсем
Эс паллах çÿретĕн теприпе
Чул чĕреллĕ ултавçă пике


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-