Ташши, ташши Сала кайăк ташши Сала кайăк ташши мар Пирĕн Шелтем ташши Опа-хопа, Опа каламаллă Никама та ним те туман Çавăнпа савăнмăллă Ах, тесе ма калас Ман чуна ма çунтарас Хам савнине ютта парса Ютта ма савăнтарас Велосипед, велосипед Такăр çула юратать Велосипед çинчи каччи Ав çак хĕре юратать Урампа пырать машина Вăл - огнеопасно Çакă ялăн хĕрĕсемпе Çÿреме опасно Сирĕн ялăн каччисем Самолётпа вĕçеççĕ Эрех пички тĕлне çитсен Парашютсăр сикеççĕ
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1