Çавра çил пек килсе кĕтĕн ман чуна,
Хатĕр марччĕ эпĕ сана йышанма,ĕ
Вырăн çукчĕ сан валли ман ăшăмра,
Чăннипех те эп кетменччĕ çак куна.
Хирĕçлерĕм,килĕшмерĕм туйăмпа,
Пĕр сăмахлă пулаймарăм чунăмпа,
Ах-кирлехчĕ-ши мана çак ырату,
Чĕрене керсе вырнаçре юрату.
Сансăрах çуратчĕ çĕмĕрт çеçкине,
Сансăрах юрлатчĕ шăпчăк юррине,
Лăпкăн çеç тапатче паянччен чĕре,
Мĕншĕн пур-ши юрату çут тĕнчере.
Мĕншĕнех-ши хаваспа сикет чĕре,
Мĕншĕн яланах пулас килет пĕрле,
Ах,тинех-çке эп ăнлантăм сăлтавне,
Юрату кăвăре чĕртрĕн чĕрере.
Михаил Иванов-Ӑраскал еще тексты
Другие названия этого текста
- Михаил Иванов(Араскал) - Сан ятупа (1)
- Михаил Иванов - Сан ятупа (0)
- Михаил Иванов-Ӑраскал - Сан ятупа (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1