Пахчара çуркунне, каçхине, каçăхса Пилеш çинче юр юрлаççĕ пилеш кайăксем Шăплăха сас çурса, таврана янратса Мана валли тен юрлаççĕ илемлĕ юрăсем
Хушса юрламалли: Пилеш çинче пилеш кайăксем Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем
Виççĕшĕ, виç енне, виççĕш те, виç енчен Мĕнле аннен чун-чĕрисем кĕтмĕ ачисене Вăртăн юхаççĕ куççÿлсем пит çинчен Çапла кĕтет кашни килте кашни анне
Хушса юрламалли: Пилеш çинче пилеш кайăксем Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем
Пахчара çуркунне каçхине каçăхса Ытла тăсса ан юрлăр-ха пилеш кайăксем Шăплăха сас çурса, таврана янратса Чунах уçса ман кăмăла илемлĕ юрăсем
Хушса юрламалли: Пилеш çинче пилеш кайăксем Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем