Тӳпе те ҫӗр, хӗвел те уйӑх,
Сӑвап та пил, халал та кӗлӗ...
Ҫут тӗнче, ҫич тинӗс, ҫитмӗл ҫич чӗлхе, пин-пин чӗре...
Илтсемччӗ, Турӑҫӑм, парсамччӗ ӑс та вӑй-хӑват.
Вӑрманлӑ тарӑн ҫырманӑн тӗпӗнче
Ӑраскалӑм выртать-и ҫухалса
Вӑрманӗ те тӗм чӑтлӑхӗ хура
Мӗнле тупам-ши хам Ӑраскала...
Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши?
Шырамалла-ши сӗм хура вӑрманта?
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра?
Пӑтранчăк шывлӑ хум-хумлӑ тинӗсре
Ӑраскалӑм ишет-и сивӗнсе?
Ӑш шывӗ тарӑн хумӗсем тӑрӑ
Мӗнле тытам-ши хам ӑраскала?
Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши?
Шырамалла-ши аякри тинӗсре?
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра?
Телейӗм терӗм, тинех халь тупрӑм терӗм
Пӗлеймерӗ ку хурлӑх пулнине
Кайран тин пӗлтӗм пурнӑҫӑм ялан
Ҫӳрен тӗр юнашар хурлӑхпалан..
Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши
Шырамалла-ши пурӑнан пурнӑҫра
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра
начало Чăваш халăх юрри еще тексты
Другие названия этого текста
- Чăваш халăх юрри - Ăраскал (Çавал) (0)
- Чăваш халăх юрри - Ăраскал (Çавал фольклор ушкăнĕ) (0)
- начало Чăваш халăх юрри - Ăраскал (Çавал) (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1