Тĕнче сакки сарлака, Саваласа тухаймăн, Хĕрсем нумай, ай, турах, Пурне арăм тăваймăн. Юрла, ташла, ан ӳркен, Хĕртен арăм тăваççĕ. Шур пĕркенчĕк пит ĕлккен, Кĕçĕр хĕве хупаççĕ.
хушса юрламалли:
Туй, туй, туй тесе Хăна-вĕрле пухăннă. Туй, туй, туй тесе Çĕр çĕмĕрсе ташлаççĕ. Туй, туй, туй тесе Тухья-хушпу тăхăннă, Туй, туй, туй тесе Хĕпĕртесе юрлаççĕ!
Тăванĕсем пит правур, Хăнасене сăйлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ сатур, Ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Туйĕ чăн та хăватлă - Çамрăксене мухтаççĕ. Туй урапи çунатлă, Туя туй пек тăваççĕ.