Вӗҫ-вӗҫ, куккук, вӗҫ, куккук,
Вӑрман хӗрне ҫитиччен,
Вӑрман хӗрне ҫитсессӗн,
Йуман ҫине ларса кан.
Чӑт-чӑт, хӑта, чӑт, хата,
Епир тухса кайиччен,
Епир тухса кайсассӑн,
Кӗрекене ларса кан.
Вӗҫ-вӗҫ, шӑпчӑк, вӗҫ, шӑпчӑк,
Вӑрман хӗрне ҫитиччен,
Вӑрман хӗрне ҫитсессӗн,
Ҫӑка ҫине ларса кан.
Чӑт-чӑт, тӑхлач, чӑт, тӑхлач,
Епир тухса кайиччен,
Епир тухса кайсассӑн,
Тӳшек ҫине ларса кан.
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2