Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Николай Гордеев - Анне сăмахĕ | Текст песни

Пĕчĕк чух анне калатчĕ
Кунсерен мана:-
Ывăлăм тĕрĕс çул çине
Санăн тăмалла.
Анчах эпĕ итлемерĕм 2 хут
Анне сăмахне,
Çавăнпа та тăраймарăм
Тĕрĕс çул çине.

Хушса юрламалли

Кĕр çитсессĕн йывăç çинчен
Çулçи тăкăнать,
Аса илсен иртни çинчен,
Куçăм шывланать.

Кам пĕлне-ха ĕнте ун чух
Çапла пуласса,
Çĕрем çинчи выляса,
Ашкăнса кулса.
Чупса çÿрене чухне 2 хут
Пер хуйхăсăрах,
Ÿссе, çитсе,çын пуласса
Шутламасăрах.

Хушса юрламалли

Кĕр çитсессĕн йывăç çинчен
Çулçи тăкăнать,
Аса илсен иртни çинчен,
Куçăм шывланать.

Халь ялан аса килет те
Анне калани,
Ывăлăм тĕрĕс çул çине
Тăмалла тени,
Анчах эпĕ тăраймарăм 2 хут
Тĕрĕс çул сине.
Каçарсам манна аннеçĕм,
Эсĕ каçарсам.

Хушса юрламалли

Кĕр çитсессĕн йывăç çинчен
Çулçи тăкăнать,
Аса илсен иртни çинчен,
Куçăм шывланать.

Николай Гордеев еще тексты


Видео
    Нет видео
    -
    Оценка текста
    Статистика страницы на pesni.guru ▼
    Просмотров сегодня: 3