Эп пурăнатăп Атăл хĕрринче Шурă Шупашкарăм хулинче Эс пурăнатăн тинĕс леш енче çÿллĕ-çÿллĕ тусем çийĕнче Эс пурăнатăн тинĕс леш енче çÿллĕ-çÿллĕ тусем çийĕнче
Кил, кил, кил, Шупашкара кил Шупашкарăм пулĕ пирĕн савнă кил Кил, кил, кил, Шупашкара кил Шупашкарăм пулĕ пирĕн савнă кил
Тĕнчере нумай хитре хула Илĕртсе чĕнеç тухма çула Маншăн чи хакли - савнă Шупашкар Хамăр телее кунта тупар Маншăн чи хакли - савнă Шупашкар Хамăр телее кунта тупар
Кил, кил, кил, Шупашкара кил Шупашкарăм пулĕ пирĕн савнă кил Кил, кил, кил, Шупашкара кил Шупашкарăм пулĕ пирĕн савнă кил
Эп пурăнатăп Атăл хĕрринче Эс пурăнатăн тинĕс леш енче Пĕрлештерĕ пире Шупашкар Шупашкар çинчен пĕрле юрлар Пĕрлештерĕ пире Шупашкар Шупашкар çинчен пĕрле юрлар
Кил, кил, кил, Шупашкара кил Шупашкарăм пулĕ пирĕн савнă кил Кил, кил, кил, Шупашкара кил Шупашкарăм пулĕ пирĕн савнă кил