Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Ольга Храмова - Тарăн суран | Текст песни

Хут... Умра каллех шур хут...
Чĕтрекен аллăмпа çырса çурап ăна.
Эп... Шур хута çеç шанса,
Çыратăп чунăмри мĕн пур вăрттăнлăха.
Çилĕпе кÿрĕнÿ çунтараç мана.
Халь вăрçăннă самант, çывăх юлташăмпа.

Ÿкĕнÿ куççулĕ манăн, чарăнмасть юхать.
Ик чĕре-çке пĕр çынна савать.
Ман умра та, сан умра та пĕр суйлав анчах:
Юрату е туслăх хаклăрах.

Çук... Эп ăнланмастăп, çук.
Шăпа суйлав умне тăратрĕ ма пире?
Пул... Телейлĕ тусăм пул.
Виççĕмĕш ытлашши, чăрмантараканни.
Тарăн суран юлĕ юнпа тумласа.
Анчах та туслăхран пăрăнмăп нихăçан.

Ÿкĕнÿ куççулĕ манăн, чарăнмасть юхать.
Ик чĕре-çке пĕр çынна савать.
Ман умра та, сан умра та пĕр суйлав анчах:
Юрату е туслăх хаклăрах.


Ольга Храмова еще тексты


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-