Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр Сарă кайăк тăтăр савăнса. Савни вăййа тухсан лăпкăн çÿре Çĕнĕ хĕрÿ тăтăр сăнаса
Манас çук пирвайхи юратăва Манас çук пирвайхи каçсене. Пирвайхи юрату аса килсен Ик куçăмран куççуль тăкăнать.
Сад пахчи, сад пахчи, сад турачĕ Сад турачĕ çине ан ларăр. Кăмăлăра кайсан, чунăр савсан Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр.
Сад пахчи, сад пахчи куçăм тулли Сад пахчине кĕмен çын пур-ши? Хĕрлĕ çырли пиçсе çитсессĕн Ăна татса çимен çын пур-ши? Ачаран выляса, пĕрле ÿссен Уйрăлнă чух йĕмен çын пур-ши?
Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те Хура çырли часах пиçес çук. Савни, эсĕ мана мансассăн та Эпĕ сана часах манас çук.