Эп килетĕп, каятăп тăван вырăна
Шутлă вăхăт иртет кунсерен
Пĕр килсессĕн вара, çăмăл мар уйрăлма
Çитес çул йыхравлать инçетрен.
Х.ю.:
Çурхи кайăк та шурă акăш мар
Ма вĕçетпĕр эпир аякка
Халь ман чуншăн та пахи тус-тăван
Тăван ялăм санпа тĕл пулсан
Авалхи йăлапа, улах ларăттăм эп
Çĕмĕрт куçлă хĕрпе юнашар
Юррисем те çавах, ташшине кĕвĕлеп
Анчах тантăш хĕрсен юрри мар
Х.ю.:
Эп килетĕп, каятăп тăван вырăна
Шутлă вăхăт иртет кунсерен
Чун-чĕре кĕввипе ман юрлассăм килет
Тăван ял, тăван ен сан çинчен.
Сара тюльпансем еще тексты
Другие названия этого текста
- Сара тюльпансем - таван ял (0)
- 057 - АЛЕКСАНДР ВАСИЛЬЕВ - ТОВАН ЯЛ (0)
- ● Александр Васильев - Таван ял (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1