Чÿречине яри те уçса ярăр
Итлемешкĕн сарă кайăк ай юррине. (2 хут)
Атя уçса яр, умне пырса лар,
Сарă кайăк юрланине илтсе йăпанар. (2 хут)
Чĕнтĕрле те хапхине уçса хурăр
Кĕтне хăна килнишĕн ай савăнса (2 хут)
Атя уçса хур, пире тухса кур
Хăнасене хисеп туса сăра ăсса хур
Чĕнтĕрлĕ те хапхаран ай кĕрсессĕн
Тăпăртатан тур лашине тăварса яр
Тăварса яр, сĕллине пар
Инще щула каймаллине манса ан кайăр (2 хут)
Тăван патне хăнана ай килсессĕн
Кĕрекере ларса та ай савăнар,
Ларса савăнар, тутлăн калаçар
Ĕмĕр хăвăрт иртсе пырать туслă пурăнар (2 хут)
Сарпи еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 3