Чĕвĕл чĕкеçсем, çепĕç шăпчăксем
Савăнса юрлаç янкăр ирхине
Хастар каччăсем, çамрăк пикесем
Васкаса утаç тулă пуссине
Ылтăн уй-хирсем, симĕс вăрмансем
Тухайса тăраç пирĕн куç умне.
Çута кÿлĕсем, ешĕл улăхсем
Чыс-илем кÿреç чăваш çĕршывне.
Ырă шухăшсен çĕне ĕмĕтсем
Ялкăшса çунаç пирĕн чĕрере
Хаклă тантăшсем, çывăх тусăмсем
Туслă пурăнар хамăр ĕмĕре!
Сарпи еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1