Каллех, каллех кĕтетĕп эпĕ сана... Каллех, каллех килместĕн эс каланă вăхăтра... Хам туйăмшăн хама ÿпкелесе тарăхап, ммм... Мĕн тесе-ши çав япшар чуна юратап?
Çунса тухасла, пуçа çухатса, Хама ылханса, ĕнсе каясла, Ман чĕрене амантса, ман туйăма таптаса, Чунри вута пăлхатса, пурнас вăйа аркатса, Халь читлĕхри кайăх пек, йĕретĕп тамăкри пек, Эп сансăр чĕр вилĕ пек, мана халь пурте пĕрех!
Ĕнер кăна вĕçеттĕм эп тÿпере... Ĕнер кăна пĕлеттĕм кун пек туйăм пуррине... Тур çырни теттĕм курса эс утса килнине, еее... Уйăх пĕлетчĕ ăна эп епле савнине-е-е.
Çунса тухасла, пуçа çухатса, Хама ылханса, ĕнсе каясла, Ман чĕрене амантса, ман туйăма таптаса, Чунри вута пăлхатса, пурнас вăйа аркатса, Халь читлĕхри кайăх пек, йĕретĕп тамăкри пек, Эп халĕ чĕр вилĕ пек, мана халь пурте пĕрех!
Каллех, каллех кĕтетĕп эпĕ сана... Каллех, каллех килместĕн эс каланă вăхăтра... Курса юлатăп эс ман тантăшпа утнине, еее... Пĕлес теместĕн-çке эп мĕн тери савнине-е-е!