Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Светлана Трофименко и Евгений Николаев - Эс мана каçсерен тĕлленетĕн | Текст песни

ЭС МАНА КАÇСЕРЕН ТĔЛЛЕНЕТĔН
Вăрăм Палюк сăвви
Людмила Кинер кĕвви
.
Эс манран кĕçĕнрех пулнăран
Куçунтан та пăхма именетĕп.
Йăл кулса ман умра эс тăран,
Эпĕ эс пăхнипех хĕмленетĕп.
.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Эс, савни, çăлтăр евĕр хитре,
Урамри хурăн пек йăрăс пÿллĕ!
Кăлт тапать çулăм хыпнă чĕре,
Пăхсанах паллă: эсĕ хĕрÿллĕ.
.
Эс, савни, çăлтăр евĕр хитре,
Урамри хурăн пек йăрăс пÿллĕ!
Пĕрле чух мĕнле лайăх пире,
Иксĕмĕр тĕл пуласчĕ каç кÿлĕм!
.
Эс манран кĕçĕнрех пулнăран
Чуп тума та сана именетĕп.
Сан туту пылакрах çырларан,
Санăн илемÿпе киленетĕп.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.
Эс манран кĕçĕнрех пулнăран
Аллунтан та тытма именетĕп.
Кăмăлу çемçерех сар çуран,
Эс мана каçсерен тĕлленетĕн.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.

Другие названия этого текста
  • Светлана Трофименко и Евгений Николаев - Эс мана каçсерен тĕлленетĕн (1)
  • Светлана Трофименко, Евгений Николаев - Эс мана каçсерен тĕлленетĕн (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-