ÇИÇĔМ МАР КУ – ВĔРИ ЮРАТУ!
Вăрăм Палюк сăвви
.
Антăхсах эс мана чуп тăватăн,
Юлашки хут тĕл пулнă пекех.
Чун сисет-çке, мана эс саватăн,
Кун пирки иккĕленмĕп текех.
.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Чăннипех юратан-тăк, савниçĕм,
Пур çĕртен те мана эс чуп ту!
Чĕрере яланах çиçтĕр çиçĕм,
Çиçĕм мар ку – вĕри юрату!
.
Чăннипех юратан-тăк, савниçĕм,
Пур çĕртен те мана эс чуп ту!
Маншăн эсĕ – пылак, тутлă иçĕм,
Пĕçертет тутана сан туту.
.
Пит çемçен эс мана ыталатăн,
Аллупа хытă чăмăртаса!
Çурхи сарă хĕвел пек кулатăн,
Туйăму шурă юр пек таса.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.
Хулран çирĕп тытса эс утатăн,
Уйрăлас та килмест ман санран
Ытала та чуп ту, ай, тата та,
Эп телейлĕ эс ман пулнăран!
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
Другие названия этого текста
- Светлана Трофименко - Çиçĕм мар ку, вĕри юрату (1)
- Светлана Трофименко - чаннипех юратан ток савнищем, пур щертен те мана эс чупту) (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1