КАÇАРСАМ ЭС ХĂВНА ЮРАТНИШĔН! (НЕУЖЕЛИ УГАСЛА ЛЮБОВЬ?) Сергей Марков кĕвви Вăрăм Палюк сăвви . Ма çÿретĕн тарса эс манран? Кун каçа шăнкăрав та тумастăн. Маншăн вăхăт шăвать-çке аран, Ах, нивушлĕ мана юратмастăн? . ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Çулăм евĕр ман ăш çуннине Мĕншĕн эсĕ туймастăн, савниçĕм? Пăхмасассăн та эс ман çине, Чĕрере йăл çиçет çутă сиçĕм. . Çулăм евĕр ман ăш çуннине Мĕншĕн эсĕ туймастăн, савниçĕм? Эп кĕтетĕп сана каçхине, Каçарсам эс хăвна юратнишĕн! . Ма çÿретĕн тарса эс манран? Айккине пăрăнан тĕл пулсассăн. Чĕремре – тарăн-тарăн суран, Эп сывлатăп ялан ассăн-ассăн. ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ. . Ма çÿретĕн тарса эс манран? Ир те каç тунсăхлатăп пĕр саншăн. Тен, тĕл пулăпăр иккĕн ыран, Аллăмсем те сана ачашласшăн. ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.