чаннипех юратан ток савнищем, пур щертен те мана эс чупту)
ÇИÇĔМ МАР КУ – ВĔРИ ЮРАТУ! Вăрăм Палюк сăвви . Антăхсах эс мана чуп тăватăн, Юлашки хут тĕл пулнă пекех. Чун сисет-çке, мана эс саватăн, Кун пирки иккĕленмĕп текех. . ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Чăннипех юратан-тăк, савниçĕм, Пур çĕртен те мана эс чуп ту! Чĕрере яланах çиçтĕр çиçĕм, Çиçĕм мар ку – вĕри юрату! . Чăннипех юратан-тăк, савниçĕм, Пур çĕртен те мана эс чуп ту! Маншăн эсĕ – пылак, тутлă иçĕм, Пĕçертет тутана сан туту. . Пит çемçен эс мана ыталатăн, Аллупа хытă чăмăртаса! Çурхи сарă хĕвел пек кулатăн, Туйăму шурă юр пек таса. ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ. . Хулран çирĕп тытса эс утатăн, Уйрăлас та килмест ман санран Ытала та чуп ту, ай, тата та, Эп телейлĕ эс ман пулнăран! ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.