Хура вăрман урлă та каçнă чухне Хурăн çулçи ÿкрĕ ман пуç çине. Вун çиччĕ, вун саккăра çитнĕ чухне Салтак хуйхи ÿкрĕ ман пуç çине.
Сĕтел çине сарнă та сĕтел çитти. Пĕтĕрмесĕр сарнисем пĕрре çук. Çакăнтарах килнĕ те салтак ачсем. Йыхăрмасăр килнисем пĕрре çук.
Вир пăттине пĕçернĕ, кусне хывнă. Çияс килмест, аннеçĕм, мĕн тăвас? Лашисене кÿлнĕ те çавăрса тратнă. Каяс килмест, аттеçĕм, мĕн тăвас? Каяс килмест, аттеçĕм, мĕн тăвас?
Вĕçтертĕм, вĕçтертĕм те шур тутрине, Вĕçсе юлчĕ Шупашкар урамне. Вылярăм, вылярăм та сарă хĕрпе, Тăрса юлчĕ аш-амăш кил-çуртне.
Ай, ан авăт, куккукăм, ай, ан авăт Ай, авăтсан йывăççи авăнать. Ай, ан макăр, аннеçĕм, ай, ан макăр Ай, макăрсан чунăмçăм хурланать.
Хыçалалла пăхрăм та: аннеçĕм çук. Мала пăхрăм: малта аттеçĕм çук. Пирĕнех те каймашкăн вăхăт çитсен. Ылтăн-кĕмĕл парсан та чарас çук.
Ăсататăр пулсассăн, ай, ăсатăр Пусма çийне шăлса та тасатăр. Пусма çийне шăлса та, ай, тасатăр Уй хапхине çитиччен ăсатăр.