Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Сергей Павлов - Пури юрату | Текст песни

Pesni.guru - сайт для Гуру

Санпа тусăм çывăхрах ман пулас килет
Çинче пилĕк келет кÿне ачашлас килет
Санпа чунăм çумарах ман ларас килет
Лапкă çутă каçхине санăн чĕрÿ тапнине
Кăкру çине пуçа хурса ман итлес килет

Калăр мана калăр пур-и юрату?
Пур пулсассăн калăр мĕн вăл ырату?
Юрату вăл çиçĕм ырату пушар
Юрату вăл чунăм ырату кăвар
Юрату вăл пурнăç ырату хĕлхем
Юратусăр пурнăç тăлăх та кичем
Тăлăх та кичем пит кичем

Сана курсан чун чăнах кăмăл çĕкленет
Пиçсе çитне çырлине ман татас килет
Кăвак шуçăм тухиччен сана чун кĕтет
Ирхи сывлам ÿкичен нÿрĕкĕрен тутуна
Каçар тусăм чăтаймастăп чуп тавас килет


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 4
Видео
    Нет видео
    -