Вунсаккăрты сар хĕрсем Шыв йăтаççĕ пахчара Вунсаккăрты каччасем Юн тăкаççĕ вăрçăра Çамрăк ĕмĕр нумай мар Каçхи сывлăм ÿкичен Ирхи сывлăм ÿкичен Иртсе кайрĕ яш ĕмĕр
Ан йĕр, атте-ха, ан йĕр, анне Ман пекех ывăлăр татах ӳсет Ан йĕр, атте-ха, ан йĕр, анне Пулăçан пулăшсех татах пурланать
Хăвар т***р çултӳ çине Каяс çулсем малалла Ялсем юлчĕçç аякка Тăвансем юлчĕçç хурланса Тăвансем маншăн ан макăр Пирĕн телейсем çаван пек Уянать-и унпа ĕç? Пирĕн укçа çук юлас çук
Савăнса каякан никам та çук Пирĕ пек каякан никам та çук Йĕмесĕр каякан никам та çук Ырă курма каякан никам та çук
Шыва ятăм шур тӳме Шыв типмесĕр - ан илĕр Эп юратнă сарă хĕрĕ Эп килмесĕр, ан илĕр!
Ял ял урлă ял курăнать Пирĕн ял кун та пурăнас çук Çынчин урлă çын курăнать Манăн савни курăнас çук