Ăсатма ан тух... Виталий Станьял
Эп хамах каяс çула пĕлетĕп.
Сан куçсем пек çăлтăрсем çĕрле
Вĕсене пăтраштараймăп эпĕ…
Вĕсене пăтраштараймăп эпĕ.
Ăсатма ан тух. Ан пыр манпа пĕрле.
Эп хамах вăй-хал пурне сисетĕп.
Сан сăну пек çут хĕвел ирпе —
Вĕсене пăтраштараймăп эпĕ…
Вĕсене пăтраштараймăп эпĕ.
Ăсатма ан тух. Ан пыр манпа пĕрле.
Эп хамах çунатланса çӳретĕп.
Сан аллу пек çил ир кӳлĕмре —
Вĕсене пăтраштараймăп эпĕ…
Вĕсене пăтраштараймăп эпĕ.
Original track by Tarai. Music by Tarai. Lyrics by Vitaly Stanyal. Picture by Erik Johansson.
Тарай еще тексты
Другие названия этого текста
- Тарай - Ăсатма ан тух (0)
- Тарай - Ăсатма ан тух (Айтар/Виталий Станьял) (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2