Шур Атăлта
Шур Атăлта акăш ярăнать,
Çамрăк пике евĕр курăнать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çав шурă акăш эсĕ мар-ши тетĕп.
Хурăнлăхра шăпчăк юр юрлать,
Пике сасси евĕр туйăнать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çавă сарă шăпчăк эсĕ мар-ши тетĕп.
Чăн тӳпере çăлтăр çуталать,
Пике куçĕ евĕр йăлкăшать.
Ай-хаях, савниçĕм, хура куç,
Çавă çутă çăлтăр эсĕ мар-ши тетĕп.
Илле Тукташ, 1938
Тарай еще тексты
Другие названия этого текста
- Тарай - Шур Атăлта (Айдар Сашши/Илле Тукташ) (0)
- Тарай - Шур Атлăлта (Айдар Сашши/Илле Тукташ) (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1