Шур Атӑлта
Шур Атӑлта акӑш ярӑнать,
Ҫамрӑк пике евӗр курӑнать.
Ай-хаях, савниҫӗм, хура куҫ,
Ҫав шурӑ акӑш эсӗ мар-ши тетӗп.
Хурӑнлӑхра шӑпчӑк юр юрлать,
Пике сасси евӗр туйӑнать.
Ай-хаях, савниҫӗм, хура куҫ,
Ҫавӑ сарӑ шӑпчӑк эсӗ мар-ши тетӗп.
Чӑн тӳпере ҫӑлтӑр ҫуталать,
Пике куҫӗ евӗр йӑлкӑшать.
Ай-хаях, савниҫӗм, хура куҫ,
Ҫавă ҫутӑ ҫӑлтӑр эсӗ мар-ши тетӗп.
Илле Тукташ, 1938
Тарай еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1