Утатăн пăхмасăр йĕри-тавралла Иртетĕн курмасăр каллех эс мана Пĕлместĕп мĕскер шутласа тупмалла Курсамччĕ мана. Кулатăп чи хыттăн хĕрсем хушшинче Пыратăп вылянчăк яш каччăсемпе Тăратăп пуçхĕрлĕ урам варринче Курсамччĕ мана.
Хушса юрламалли:
Ну мĕскер-ха курмастăн çаплах эс мана Ну мĕскер тутарасшăн тата эс мана Тен сырас юриех сан валли çăпата Ну ăçтан персе антăн армак тунката.
Пулса тен тăрас-и шыври вутăшпи Е тен сиккелес-и пулса якăлти Пырса манн тирес-и сана çамкунтан Курсамччĕ мана. Пĕлместĕп мĕскер шутласа тупмалла Пырса тен сана аллунтан тытмалла Е пуç каçăртса пăрăнса утмалла Курсамччĕ мана.