Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм
Мĕншĕн лартăм санпа юнашар
Мĕншĕн-ши çуллахи илемлĕ каçсенче
Ал парса уйрăлтăм эп санран
Тĕлĕкре те сана çеç кураттăм
Калаçаттăм санпа яланах
Калаçаттăмăр та уйрăлаттăмăр
Пĕр-пĕрне ал парса яланах
Юрататăп сана юрататăп
Халь те хатĕр сана юратма
Анчах эсĕ мана манса кайрăн
Иртсе кайрĕ пирĕн юрату
Иртсе кайрĕç те урăх килмерĕç
Çуллахи юратуллă каçсем
Мĕншĕн-ши çав каçсем иртсе кайрĕç
Çуллахи юратуллă каçсем
Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм
Мĕншĕн лартăм санпа юнашар
Мĕншĕн-ши çуллахи илемлĕ каçсенче
Ал парса уйрăлтăм эп санран
Типшӗм Сашук еще тексты
Другие названия этого текста
- Типшӗм Сашук - Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм (0)
- ❀ Типшем Сашук - Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрӑм (0)
- Чăваш халăх юрри - Мĕншĕн-ши? (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1