Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Урхамах - Инҫетре | Текст песни

Инçетре

Инçетре, инçетре сар чечекĕ ÿсет.
Пĕр куçпа çеç ăна ман курасчĕ.
Куçунтан тинкерсе, юрататăп тесе
Йăл кулса аллуна тыттарасчĕ

Юрататăп сана, юрататăп
Кунĕпех çулăмпа эп çунатăп
Эс килсем ман пата, шаккасам алăка
Тĕнчере саншăн çеç пурăнатăп.

Укăлча умĕнче, ват йăмра айĕнче
Çăлтăрсен вăййипе киленесчĕ.
Çут çăлкуç сассипе, шăпчăксен юррипе
Мĕн ирччен санпала ман итлесчĕ.

Юрататăп сана, юрататăп,
Кунĕпех çулăмпа эп çунатăп.
Эс килсем ман пата, шаккасам алăка.
Тĕнчере саншăн çеç пурăнатăп.

Тÿпере, тÿпере шурă пĕлĕт иртет.
Ун айккийĕ çине халь ларасчĕ.
Хĕвел пек çуталса, чечек пек çурăлса
Савни, сан умна ман анасчĕ.

Юрататăп сана, юрататăп,
Кунĕпех çулăмпа эп çунатăп.
Эс килсем ман пата, шаккасам алăка.
Тĕнчере саншăн çеç пурăнатăп.

Урхамах еще тексты


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
    Нет видео
    -