Сар хĕвел анать…
Сар хĕвел анать çÿллĕ тÿперен.
Каç та пулчĕ-ши, эп каллех пĕччен.
Уçăп кантăка кĕçĕр яриех, )
Эсĕ ман пата таврăнăн кĕçех. )2 хут
Пахчари сирень шурă çеçкере,
Хумхатать ăна çил вĕре-вĕре.
Шав килет аса иртнĕ çуркунне, )
Эп манман савса эc чуп тунине. ) 2 хут
Шăппăн çеç шаккать пÿлĕмре сехет.
Тĕл пулас самант çывхарса килет.
Тен, эп сан умра айăплă – каçар… )
Ан кĕттер мана, чун-чĕрем чул мар. ) 2 хут
Хĕмленет çурта тумлатса куççуль,
Вăл та ман пекех тунсăхланă пуль.
Кирлĕ мар мана нимĕн те санран, )
Юратма кăна эс шантар паян. ) 2 хут
Фарида еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1