♫ Тăхăнсам, тăван, хура сăхманна
Тăхăнсам, тăван, хура сăхманна.
Хура сăхман пермичийĕ килĕшмест и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Çěленĕшĕн ĕç укçине памалла марччĕ.
Тăхăнсам тăван сарă кĕпÿна.
Сарă кĕпе тÿммийěсем килĕшместь и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Сар кĕпине хура тÿмме лартмалла марччĕ.
Çыхсам тăван шурă тутăрна.
Шурă тутăр тĕррийĕсем килĕшместь и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Шур тутăра кăвак тĕрĕ çапмалла марччĕ.
Юрласам, тăван, хăвăн юрруна.
Эп юрланă юрă-кěвĕ килĕшместь и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Хăнана йыхрав янă чухне чĕнмелле марччĕ.
фольклорный ансамбль "Шуçăм" еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1